Главная | Регистрация | Вход | RSSЧетверг, 25.04.2024, 18:06

Сайт Липовской школы

Меню сайта
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0
Главная » 2010 » Апрель » 23
«Тантăш» хаçат йĕркеленĕ çамрăк чăваш çыравçисен И.Я.Яковлева тата Аслă Çĕнтерÿ кунне халалланă «Букварьтен – илемлĕ литературăна çити» республика конкурсĕн I турĕ вĕçленчĕ. Чăваш халăх писателе Г.В.Краснов профессор ертсе пынипе конкурс комиссийĕ çамрăк çыравçăсен хайлавĕсен тимлĕн пăхса тухрĕ. Чи лайăх ĕçсен авторĕсене литература пултарулăх ăмăртăвĕн II турне хутшăнма чĕнчĕ. Çак маттур çыравçăсем хушшинче Çăкалăхри вăтам шкулти ачасем те пур. Екатерина Кошелева (6 класс), Екатерина Александрова (10 класс), Наталия Федорова (10 класс) хăйсен пултарулăхне II турта кăтартĕç. Çак çитĕнÿпе эпир вĕсене саламлатпăр, тепĕр турта çĕнтерме ăнăçу сунатпăр
Просмотров: 450 | Добавил: lip-school | Дата: 23.04.2010 | Комментарии (0)

Ака уйăхĕн 17-24 –мĕшĕнче Çăкалăхри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни иртрĕ. Эрнелĕхе чăвашсене çутта кăлараканне – Иван Яковлевич Яковлева тата Аслă Çĕнтерÿ кунне халалланă. Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Кошелева Юлия Васильевна эрнелĕх программине хатĕрлерĕ, унпа шкул линейкинче паллаштарчĕ. Çак кунах классене «И.Я.Яковлевăн пурнăçне пĕлетĕн-и?» викторина ыйтăвĕсене пачĕ. Пур класс та викторинăра хастарлăх кăтартрĕ. Чи маттуррисем 3, 6-мĕш классем пулчĕç.
  Ака уйăхĕн 19-21-мĕшĕсенче «Мĕн вăл ыркăмăллăх» сочинени конкурсĕ иртрĕ. Ку конкурсра 10 классем хастар пулчĕç. Чи лайăх ĕçсем Александрова Катьăн, Федорова Наташăн пулчĕç. 
  1-8-мĕш классем хушшинче «И.Я.Яковлев калавĕсене пĕлетĕн-и?» викторина иртрĕ. Кунта 2-мĕшпе 5-мĕш классем чи маттуррисем пулчĕç. 
  Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ çыравçăсен хайлавĕсем тăрăх ÿкерчĕксен конкурсĕ иртрĕ. Çав тери илемлĕ ÿкерчĕксем хатĕрлерĕç конкурса хутшăнакан ачасем. Чи илемлĕ ÿкерчĕк ÿкерсе 1-м ... Читать дальше »
Просмотров: 1628 | Добавил: lip-school | Дата: 23.04.2010 | Комментарии (0)

Баннеры







Форма входа
Поиск
Календарь
«  Апрель 2010  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930
Архив записей

Наш адрес: 429721 Ибресинский район п.Липовка ул. Школьная д.1
Адрес сайта: //lsoch.ucoz.ru
e-mail: lip-school@yandex.ru
Copyright MyCorp © 2024
Бесплатный хостинг uCoz