Главная | Регистрация | Вход | RSSЧетверг, 28.03.2024, 19:57

Сайт Липовской школы

Меню сайта
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0
Главная » 2010 » Апрель » 23 » Чăваш чĕлхипе литература эрнин пĕтĕмлетĕвĕ
11:52
Чăваш чĕлхипе литература эрнин пĕтĕмлетĕвĕ
Ака уйăхĕн 17-24 –мĕшĕнче Çăкалăхри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни иртрĕ. Эрнелĕхе чăвашсене çутта кăлараканне – Иван Яковлевич Яковлева тата Аслă Çĕнтерÿ кунне халалланă. Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Кошелева Юлия Васильевна эрнелĕх программине хатĕрлерĕ, унпа шкул линейкинче паллаштарчĕ. Çак кунах классене «И.Я.Яковлевăн пурнăçне пĕлетĕн-и?» викторина ыйтăвĕсене пачĕ. Пур класс та викторинăра хастарлăх кăтартрĕ. Чи маттуррисем 3, 6-мĕш классем пулчĕç.
  Ака уйăхĕн 19-21-мĕшĕсенче «Мĕн вăл ыркăмăллăх» сочинени конкурсĕ иртрĕ. Ку конкурсра 10 классем хастар пулчĕç. Чи лайăх ĕçсем Александрова Катьăн, Федорова Наташăн пулчĕç. 
  1-8-мĕш классем хушшинче «И.Я.Яковлев калавĕсене пĕлетĕн-и?» викторина иртрĕ. Кунта 2-мĕшпе 5-мĕш классем чи маттуррисем пулчĕç. 
  Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ çыравçăсен хайлавĕсем тăрăх ÿкерчĕксен конкурсĕ иртрĕ. Çав тери илемлĕ ÿкерчĕксем хатĕрлерĕç конкурса хутшăнакан ачасем. Чи илемлĕ ÿкерчĕк ÿкерсе 1-мĕш вырăна Ю.Кузьмина (2 класс) тата С.Макарова (8 класс) тухрĕç.
  «Çамрăк чĕлхеçĕсем» КВН та питĕ хĕрÿ иртрĕ. Кунта вара 7 –мĕш класс командине çитекеннисем пулмарĕç.
  Эрнелĕх çав тери кăсăклă иртрĕ. Ачасем конкурсснен хавхаланса хутшăнчĕç. Малти вырăнсене йышăннă вĕренекенсене Хисеп хучĕсемпе чысларĕç.

Просмотров: 1608 | Добавил: lip-school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Баннеры







Форма входа
Поиск
Календарь
«  Апрель 2010  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930
Архив записей

Наш адрес: 429721 Ибресинский район п.Липовка ул. Школьная д.1
Адрес сайта: //lsoch.ucoz.ru
e-mail: lip-school@yandex.ru
Copyright MyCorp © 2024
Бесплатный хостинг uCoz