Ака уйăхĕн 17-24 –мĕшĕнче Çăкалăхри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни иртрĕ. Эрнелĕхе чăвашсене çутта кăлараканне – Иван Яковлевич Яковлева тата Аслă Çĕнтерÿ кунне халалланă. Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Кошелева Юлия Васильевна эрнелĕх программине хатĕрлерĕ, унпа шкул линейкинче паллаштарчĕ. Çак кунах классене «И.Я.Яковлевăн пурнăçне пĕлетĕн-и?» викторина ыйтăвĕсене пачĕ. Пур класс та викторинăра хастарлăх кăтартрĕ. Чи маттуррисем 3, 6-мĕш классем пулчĕç.
Ака уйăхĕн 19-21-мĕшĕсенче «Мĕн вăл ыркăмăллăх» сочинени конкурсĕ иртрĕ. Ку конкурсра 10 классем хастар пулчĕç. Чи лайăх ĕçсем Александрова Катьăн, Федорова Наташăн пулчĕç.
1-8-мĕш классем хушшинче «И.Я.Яковлев калавĕсене пĕлетĕн-и?» викторина иртрĕ. Кунта 2-мĕшпе 5-мĕш классем чи маттуррисем пулчĕç.
Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ çыравçăсен хайлавĕсем тăрăх ÿкерчĕксен конкурсĕ иртрĕ. Çав тери илемлĕ ÿкерчĕксем хатĕрлерĕç конкурса хутшăнакан ачасем. Чи илемлĕ ÿкерчĕк ÿкерсе 1-м
...
Читать дальше »